сайт Марины Николаевны
 Урок "Как хлеб на стол пришел"
3- мĕш класра «Çăкăр мĕнле пулать» темăпа ирттернĕ уçă урок.
Тема: Çăкăр мĕнле пулать?
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ памалли урок.
Урок тĕллевĕсем: 1) Çăкăр çинчен вĕреннине аса илесси, малалла темăна
тăсасси, «Çăкăр мĕнле пулать ? » темăпа ĕçлесси;
2) Ачасен диалоглă тата монологлă пуплевне аталантарасси;
3) Ачасен культурине аталантарасси.

Урокра усă курмалли хатĕрсем: учебник Чăваш чĕлхи:Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулăн 3-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке/З.С.Антонова, Н.Н.Чернова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2001. – 143 с.: ил..; карточкăсем; мультимедийнăй проектор; урок валли хатĕрленĕ презентаци.
Урок юхăмĕ


I. Сывлăх сунни.
II. Дежурнăйпа калаçни.
- Паян кам дежурнăй?
- Кам çук?
- Паян мĕнле çанталăк?
III. Вĕреннине аса илни.
1. Глаголсемпе ĕçлени, сăпатлани.
Кашни ачан карточка, 2 ретри глаголсене куçараççĕ, сăпатлаççĕ, мăшăрпа ĕçлеççĕ.(1слайд)
IV. Çĕнĕ темăпа ĕçлени.
1. Умĕнхи калаçу.
- Ребята, какой продукт присутствует на нашем столе? Он издревле считается самым дорогим.
- Правильно, это-хлеб. А как он называется по-чувашски?
- Верно, çăкăр.
- Долгий путь проходит хлеб, прежде чем попасть к нам на стол.
Какой же путь проходит хлеб, прежде чем попасть на стол? (ачасен хуравĕсем).
- Давайте теперь посмотрим все вместе.(2,3,4,5,6 слайдсем усă курса учитель хайлавĕ).
2. Словарь ĕçĕ ирттерни.
- На этом уроке мы должны будем познакомиться с новыми словами, вот они(7 слайд).
3. «Çăкăр мĕнле пулать?» ыйтусемпе ĕçлени (8 слайд).
- Ку мĕн?
- Трактор мĕн тăвать?
- Ку мĕн ?
- Комбайн мĕн тăвать?
- Çынсем мĕн тăваççĕ?
- Ку мĕн?
- Арманта мĕн тăваççĕ?
- Заводра мĕн тăваççĕ?
Юлашкичен пĕтĕмлетÿ туса калав йĕркелетпĕр.
4. Юрă юрлани.
1) Мĕн тăвать? Мĕн тăвать?
Трактор мĕн тăвать?
Трактор çĕр сухалать.
2) Мĕн тăваççĕ? Мĕн тăваççĕ?
Çынсем мĕн тăваççĕ?
Çынсем тырă акаççĕ?
3) Мĕн тăвать? Мĕн тăвать?
Комбайн мĕн тăвать?
Комбайн тырă вырать.
Ретĕн-ретĕн, черетпе юрлаççĕ.
5. –ран (-рен) – из аффикспа паллашни (9слайд).
- Есть аффиксы –ран, -рен, которые переводятся на русский язык как из.
Н-р, ыраш – что это?
- Ыраш +ран – как переведем?
- А как сказать из пшеницы?
- А как скажем из зерна?
- А из муки?
6. Сăвă вĕренни (10 слайд).
Вĕреннине астуса юлма.
Шурă çăкăр(2 хут)
Тăваççĕ тулăран.

Хура çăкăр (2 хут)
Тăваççĕ ырашран.
7. Диалог йĕркелени (10 слайд).
1) – Ку мĕн?
- Мĕнле çăкăр: хура е шурă?
- Хура çăкăра мĕнрен тăваççĕ?
- Эсĕ хура çăкăр юрататăни?
- Вăл усăллă-и?

2) – Ку мĕн?
- Мĕнле çăкăр?
- Эсĕ шурă çăкăр çиетĕн-и?
- Шурă çăкăра мĕнрен тăваççĕ?
- Вăл усăллă-и?

Текст йĕркелени.

V. Урока пĕтĕмлетни.
- Паян мĕн çинчен калаçрăмăр?
- Мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
- Мĕншĕн çăкăра перекетлемелле?
- Сире урок килĕшрĕ-и? Мĕншĕн?


Суббота, 05.10.2024, 17:26
Приветствую Вас Гость
Главная | Регистрация | Вход
Форма входа
Поиск
Календарь
«  Октябрь 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 63
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Статистика

    Онлайн всего: 3
    Гостей: 3
    Пользователей: 0

    Copyright MyCorp © 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz