сайт Марины Николаевны
 Урок "В столовой"
Тема: Столовăйра.
Урок тĕсĕ: çĕнĕ пĕлÿ памалли урок.
Урок тĕллевĕсем: 1) Апат-çимĕç çинчен вĕреннине аса илесси, малалла темăна
тăсасси «Столовăйра» темăпа ĕçлесси;
2) Ачасен культурине аталантарасси.

Урокра усă курмалли хатĕрсем: карточкăсем; мультимедийнăй проектор; презентация уроку; диск «Учите чувашский».


Урок юхăмĕ
I. Сывлăх сунни.
II. Вĕреннине аса илни.
1. «Апат-çимĕç» темăпа ĕçлени.
а) Пурте экран çине пăхатпăр. Кунта апат-çимĕс ÿкерчĕкĕсем, вĕсен ячĕсене тĕрĕс калатпăр (вĕрентекен «Учите чувашский» электронлă учебник усă курать, ачасем диктор хыççăн сăмахсене каласа пыраççĕ). Калаçма вĕрентесси.
ă) Вăйă «Сăмахсене ушкăнла». Экран çинче çимĕç ÿкерчĕкĕсем. Сирĕн вĕсен ячĕсене каласа тухмалла.
- Пĕр сăмахпа мĕнле калатпăр? (1, 2, 3, слайдсем) Калаçма вĕрентесси.
2. Кĕнекепе ĕçлени. 17 стр. уçăр, 4-мĕш хăнăхтару тупăр. Укерчĕк çине пăхăр, чĕр чунсем мĕн çиеççĕ?
Тĕслĕх: - Ку мĕн? – Ку упа.
- Упа мĕн çиет? – Упа панулми çиет. Калаçма вĕрентесси.
3. Юратнă апат-çимĕç çинчен предложенисем туни (4 слайд). Тĕслĕх: Эпĕ … юрататăп. Вăл тутлă (пылак), усăллă. Калаçма вĕрентесси.

4. Калаçу ирттерни:
- Камăн килте кушак пур?
- …, санăн кушак мĕн çиет?
- Камăн килте йытă пур?
- …, санăн йытă мĕн çиет?
- Максим, санăн арлан мĕн çиет?
- Лена, санăн попугай мĕн çиет? (5 слайд) Калаçма вĕрентесси.

III. Çĕнĕ темăпа ĕçлени.
1. Текстпа ĕçлени:
а) словарь ĕçĕ ирттерни, çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем йĕркелени, çамахсене тетрадьсем çине çырса хурасси; Çырма вĕрентесси.
ă) текста вĕрентекен вулать, ачасем итлеççĕ:
- Текстра мĕн çинчен каланă? Аудировани.
б) текста ачасем сăнчăрпа вуласа куçараççĕ (ачасем карточкăпа ĕçлеççĕ, вĕрентекен 6 слайд усă курать). Вулама вĕрентесси.
в) ыйтусем çине хуравлани (карточкăсем тăрăх)
- Шкулта мĕн пур?
- Унта кам ĕçлет?
- Нина аппа мĕн тăвать?
- Нина аппа мĕн-мĕн пĕçерет?
- Яшкана мĕн –мĕн ярать?
- Нина аппа пире мĕн калать? Калаçма вĕрентесси.

2. Вăйă «Лабиринт». Экран çинче «Çемье» ушкăна кĕрекен портретсем тата апат-çимĕç ÿкерчĕкĕсем. Ачасем тĕрĕс çул тупса кам мĕн çинине палăртаççĕ, предложенисене туллин каласа хăвараççĕ, çемьери кашни çынна «Апачĕ тутлă пултăр» теççĕ (7 слайд). Калаçма вĕрентесси.
IV. Вĕреннине çирĕплетни.
«Пирĕн столовăй» ÿкерчĕкпе ĕçлени.
а) ыйтусем çине хуравлани:
- Ку мĕн?
- Столовăйра кам ĕçлет?
- Повар мĕн тăвать?
- Повар мĕн пĕçерет?
ă) икшерĕн ĕçлени. Пĕр-пĕрне ыйтусем парса хуравлани (9 слайд);
б) пĕчĕк калав туни. Калаçма вĕрентесси.
V. Урока пĕтĕмлетни.
- Паян мĕн çинчен калаçрăмăр?
- Мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
- Сире урок килĕшрĕ-и? Мĕншĕн?




















Суббота, 05.10.2024, 17:22
Приветствую Вас Гость
Главная | Регистрация | Вход
Форма входа
Поиск
Календарь
«  Октябрь 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Наш опрос
Оцените мой сайт
Всего ответов: 63
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Статистика

    Онлайн всего: 1
    Гостей: 1
    Пользователей: 0

    Copyright MyCorp © 2024
    Сделать бесплатный сайт с uCoz